Иегова Свидетелӗсем: Web-сайт Хурал Пашни обществи

Beliefs Future Medical Topics Contact Us Publications Languages
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? 16-мӗш урок

Турӑ ҫынни пулас йышӑну

Туррӑн юлташӗ пулас тесен мӗн тумалла? (1, 2)
Турра мӗнле парӑнмалла? (1)
Хӑҫан шыва кӗме юрать? (2)
Турӑ умӗнче тӱрӗлӗхе упрама ӑҫтан вӑй тупса тӑмалла? (3)

1. Туррӑн юлташӗ пулас тесен, Библири тӗрӗслӗхе лайӑххӑн вӗренес пулать (1 Тимофей 2:3, 4), мӗн пӗлнине ӗненес пулать (Eврей 11:6), ҫылӑхсемшӗн ӱкӗнес пулать (Апостолсен ӗҫӗсем 17:30, 31) тата пурнӑҫ йӗркине улӑштарас пулать (Апостолсен ӗҫӗсем 3:19). Унтан Турра юратни сана Турра парӑнма хистеме кирлӗ. Ҫакӑ вӑл эсӗ уйрӑм кӗлӗре Туррӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑма хӑвна ун аллине паратӑп тесе каланине пӗлтерет (Матфей 16:24; 22:37).

2. Турра парӑннӑ хыҫҫӑн шыва кӗмелле (Матфей 28:19, 20). Шыва кӗни ытти ҫынсене эсӗ хӑвна Иеговӑна пани ҫинчен пӗлме май парать. Ҫавӑнпа та Турӑ ҫынни пулас тесе шухӑш тытнӑ ҫителӗклӗ ӱссе ҫитнӗ ҫынсем кӑна шыва кӗме пултараҫҫӗ. Ҫын шыва кӗнӗ чухне унӑн пӗтӗм кӗлетки самантлӑха шыва путмалла* (Марк 1:9, 10; Апостолсен ӗҫӗсем 8:36).

3. Эсӗ хӑвна Иеговӑна панӑ хыҫҫӑн, вӑл эсӗ сӑмах панипе килӗшӱллӗ пурӑнасса кӗтет (Псалом 49:14; Eкклесиаст 5:3, 4). Дьявол сана Турӑ ҫынни пулма пӑрахтарасшӑн тӑрӑшӗ (1 Петр 5:8). Анчах та кӗлӗре Турӑ патне ҫывхар (Филиппы 4:6, 7). Унӑн Сӑмахне кашни кун тӗпче (Псалом 1:1—3). Пухуран ҫирӗп тытӑнса тӑр (Eврей 13:17). Ҫакӑн пек пулсан, Турӑ умӗнче тӱрӗлӗх упрама вӑй пухса пырӑн. Ҫапла эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех Турӑ санран мӗн ыйтнине пӗтӗмпех пурнӑҫласа тӑма пултаратӑн!

Сирӗн нумайтарах пӗлес е Библине килте тулевсӗр вӗренес килет-и? Иегова Свидетелӗсен пӗр адресӗпе усӑ курса ҫыр. Адрессем


* Шыва кӗрес тесен, Сторожевая башня обществи кӑларнӑ «Емӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пелӱ» (выр.) е ҫавӑн йышши урӑх кӗнеке вӗренме сӗнеҫҫӗ.

 

1999 ҫулта кӑларнӑ

Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved.