| Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? | 15-мӗш урок |
Турӑ ирӗкне пурнӑҫлама ҫынсене мӗнле пулӑшмалла |
|
| Ху мӗн лайӑххи пӗлнине ҫынсене мӗншӗн каламалла? (1) | |
| Ырӑ хыпара камсене каласа пама юрать? (2) | |
| Эсӗ хӑвна тытни ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне мӗнле ҫавӑрма пултарать? (2) | |
| Пухупа пӗрле хӑҫан вӗрентме пуҫлама юрать? (3) | |
1. Ҫак вӑхӑта эсӗ Библирен питӗ нумай лайӑххине пӗлтӗн. Ҫак пӗлӱсем сана христианла сӑнар аталантарма хистеме кирлӗ (Eфес 4:22—24). Ӗмӗрлӗх пурнӑҫа ҫитме Библи пӗлӗвне илни питӗ кирлӗ (Иоанн 17:3). Ҫапах та ытти ҫынсен те, ҫӑлӑнас тесен, ырӑ хыпара илтес пулать. Чӑн христиансен пурин те пӗлнине ыттисене каласа парас пулать. Ҫакна Турӑ хушнӑ (Рим 10:10; 1 Коринф 9:16; 1 Тимофей 4:16). 2. Ху мӗн пӗлни ҫинчен хӑвӑн ҫывӑх ҫыннусене калама пултаратӑн. Кун ҫинчен эсӗ хӑвӑн ҫемйӱне, тусусене, шкулти юлташусене тата ӗҫтешсене каласа пар. Каласа панӑ чух эсӗ ырӑ та чӑтӑмлӑ пул (2 Тимофей 2:24, 25). Асра тыт: ҫынсем час-часах ҫын мӗн каланинчен ытла унӑн ӗҫӗсем ҫине пӑхаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та шӑпах хӑвна лайӑх тытни ҫынсене эсӗ вӗрентекен хыпар енне ҫавӑрма пултарать (Матфей 5:16; 1 Петр 3:1, 2, 16). 3. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн, тен, эсӗ хӑв пуранакан районти Иегова Свидетелӗсен пуххипе пӗрле вӗрентме ирӗк илӗн. Ҫакӑ христианла ҫулӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тапхӑрӗ (Матфей 24:14). Кама та пулин Иегова ҫынни пулма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илме пулӑшма май килсен, мӗн тери савӑнӑҫ! (1 Фессалоник 2:19, 20). |
||
1999 ҫулта кӑларнӑ |
|
Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved. |
|