Иегова Свидетелӗсем: Web-сайт Хурал Пашни обществи

Beliefs Future Medical Topics Contact Us Publications Languages
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? 14-мӗш урок

Иегова Свидетелӗсен организацийӗн тытӑмӗ

Иегова Свидетелӗсен хальхи историйӗ хӑҫан пуҫланнӑ? (1)
Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем мӗнле иртеҫҫӗ? (2)
Тӑкаксем кам шучӗпе витӗнеҫҫӗ? (3)
Пухӑва кам ертсе пырать? (4)
Кашни ҫул мӗнле массӑллӑ тӗлпулусем пулса иртеҫҫӗ? (5)
Тӗп управленинче тата филиалсенче мӗнле ӗҫ пурнӑҫланса пырать? (6)

1. Иегова Свидетелӗсен хальхи историйӗ 1870 ҫулсенче пуҫланнӑ. Малтанах вӗсем Библи Тӗпчевҫисем ятлӑ пулнӑ. Анчах та 1931 ҫулта Библи Тӗпчевҫисем хӑйсене Библипе ҫирӗплетнӗ Иегова Свидетелӗсем ятне илнӗ (Исаия 43:10, АМК). Малтан пӗчӗк пулнӑ организацие халӗ 230 ытла ҫӗршывра активлӑ вӗрентекен миллионшар Свидетель кӗрет.

2. Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗсенчен нумайӑшӗнче кашни эрнере виҫӗ тӗлпулу пулса иртет. Кӑмӑл тӑвакансене вӗсенчен кирек хӑшне те йыхӑраҫҫӗ (Eврей 10:24, 25). Тӗп вӗренӱ — Библи. Тӗлпулусем кӗлӗпе пуҫланаҫҫӗ тата пӗтеҫҫӗ. Тӗлпулусенчен нумайӑшӗнче кӑмӑллӑ «мухтав юррисем» юрлаҫҫӗ (Eфес 5:18, 19). Кӗме ирӗклӗ, укҫа пуҫтармаҫҫӗ (Матфей 10:8).

3. Чылай пухусем тӗлпулусене Патшалӑх Залӗсенче ирттереҫҫӗ. Ытларах чухне вӗсем Свидетельсем хушшинчен хӑй ирӗкӗпе хутшӑннӑ ҫынсем туса лартнӑ ҫуртсем. Пӱлӗм ӑшӗнче сӑнсем, хӗрессем тата ытти ун пек япаласем ҫук. Тӑкаксем хӑй ирӗкӗпе пулӑшакансен шучӗпе витӗнсе тӑраҫҫӗ. Пулӑшас текенсем валли ятарлӑ ещӗксем лараҫҫӗ (2 Коринф 9:7).

4. Кашни пухура старейшинӑсем, е пӑхавҫӑсем пур. Пухура вӗсем вӗрентессине ертсе пыраҫҫӗ (1 Тимофей 3:1—7; 5:17). Вӗсемпе пӗрле пулӑшуҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ (1 Тимофей 3:8—10, 12, 13). Ҫак асӑннӑ ҫынсем пухури ытти христиансенчен ҫӱлерех тӑмаҫҫӗ (2 Коринф 1:24). Вӗсен ятарлӑ титулсем ҫук (Матфей 23:8—10). Вӗсем ыттисем пекех тӑхӑнаҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗ тӱлевсӗр. Старейшинӑсем пухӑвӑн ӑс-хакӑлӗпе шухӑш-кӑмӑлне тивӗҫтерессишӗн хӑйсен ирӗкӗпе тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем йывӑрлӑхсем пулсан лӑплантарма тата сӗнӱсем пама пултараҫҫӗ (Иаков 5:14—16; 1 Петр 5:2, 3).

5. Унсӑр пуҫне Иегова Свидетелӗсен кашни ҫул пулакан массӑллӑ тӗлпулусем, е конгрессем иртеҫҫӗ. Вӗсенче пӗр харӑсах темиҫе пуху Библие вӗренмелли ятарлӑ программӑна пӗрле итлеҫҫӗ. Яланхи пекех кашни конгрессрах ҫӗнӗ вӗренекенсене шыва кӗртеҫҫӗ (Матфей 3:13—17; 28:19—20).

6. Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери тӗп управленийӗ Нью-Йоркра вырнаҫнӑ. Унта Eртсе пыракан совет — пӗтӗм тӗнчери пухӑва пӑхса тӑракан опытлӑ старейшинӑсен йышӗ ӗҫлет. Унсӑр пуҫне, тӗрлӗ ҫӗршывсенче 100 ытла филиал пур. Вӗсенче хӑй ирӗкӗпе ӗҫлекенсем Библи литературине пичетлеме тата тӗрлӗ ҫӗре ӑсатма пулӑшаҫҫӗ. Филиалсенчен ҫавӑн пекех вӗрентес ӗҫе ертсе пыраҫҫӗ. Ҫывӑхри филиала кайса курма мӗншӗн-ха шухӑшласа хурас мар?

 

1999 ҫулта кӑларнӑ

Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved.