Иегова Свидетелӗсем: Web-сайт Хурал Пашни обществи

Beliefs Future Medical Topics Contact Us Publications Languages
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? 10-мӗш урок

Турӑ курайман ӗҫсем

Турӑшӑн япӑх ӗҫсем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? (1)
Мӗнле ар ӗҫӗсем юрӑхсӑр? (2)
Христианӑн суя (3), азартлӑ вӑйӑсем (3), вӑрласси (3), пусмӑр (4), спиритизм (5), ӗҫкӗ (6) ҫине мӗнле пӑхмалла?
Япӑх ӗҫсенчен ҫыннӑн мӗнле хӑтӑлмалла? (7)

1. Турӑ ҫыннисем ырра юратаҫҫӗ. Анчах та вӗсен ҫавӑн пекех усала кураймасӑр тӑма вӗренмелле (Псалом 96:10). Ҫакӑ Турӑ курайман ӗҫсенчен пӑрӑнмаллине пӗлтерет. Мӗнлисенчен?

2. Аскӑнлӑх. Мӑшӑрланичченхи ар ҫыхӑнӑвӗсем, мӑшӑрсене улталани, выльӑхпа пурӑнни, ҫывӑх тӑванпа пурӑнни тата арҫынпа арҫын пурӑнни — ҫаксем Турра хирӗҫ тунӑ йывӑр ҫылӑхсем (Левит 18:6; Рим 1:26, 27; 1 Коринф 6:9, 10). Иккӗн мӑшӑрланмасӑрах пурӑнаҫҫӗ пулсан, уйрӑлса кайсан е ҫырӑнсан тӗрӗсрех пулать (Eврей 13:4).

Ӗҫке ернине, вӑрланине, азартлӑ вӑйӑсене тата пусмӑрланине Турӑ кураймасть

3. Суя, азартлӑ вӑйӑсем, вӑрласси. Иегова Турӑ нихҫан та суймасть (Тит 1:2). Камӑн вӑл ырланине тивӗҫлӗ пулас килет, суймалла мар (Притчи 6:16—19; Колоссы 3:9, 10). Пур азартлӑ вӑйӑсем те ҫынра ҫӑткӑнлӑх вӑратаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та христиансем нимӗнле азартлӑ вӑййа та, лотереяра та, лашасен ӑмӑртӑвӗнче те е бингора та вылямаҫҫӗ (Eфес 5:3—5). Христиансем ҫавӑн пекех вӑрламаҫҫӗ. Вӑрланине пӗлсех япала туянмаҫҫӗ тата ҫын япалине ыйтмасӑр илмеҫҫӗ (Исход 20:15; Eфес 4:28).

4. Ҫилленсе кайни, пусмӑр. Чарӑна пӗлми тарӑхни пусмӑрлама хистеме пултарать (Бытие 4:5—8). Кам пусмӑрлать, вӑл Туррӑн юлташӗ пулма пултараймасть (Псалом 10:5; Притчи 22:24, 25). Пире усал тунисене усалпа тавӑрни тӗрӗс мар (Притчи 24:29; Рим 12:17—21).

5. Тухатни тата спиритизм. Чире сыватас тесе хӑш-пӗр ҫынсем усал сывлӑшсен вӑйӗпе усӑ кураҫҫӗ. Теприсем хӑйсен тӑшманӗсене чирлесе кайччӑр тата вилччӗр тесех пӑсса параҫҫӗ. Ҫак пур ӗҫсем хыҫӗнче тӑракан вӑй — Сатана. Ҫавӑнпа та христиансен вӗсенче нимӗн чухлӗ те хутшӑнмалла мар (Второзаконие 18:9—13). Ыттисем пире тухатасран чи лайӑх хӱтӗ — Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусене упрани (Притчи 18:10).

6. Ӗҫке ерни. Кӑштах эрех, сӑра тата ытти алкоголлӗ шӗвексене ӗҫнинче тӗрӗс марри нимӗн те ҫук (Псалом 103:15; 1 Тимофей 5:23). Анчах та нумай ӗҫни тата ӗҫке ерни — Турӑ куҫӗнче тӗрӗс мар (1 Коринф 5:11—13; 1 Тимофей 3:8). Ытлашши нумай алкоголь ӗҫни сывлӑха хавшатма тата ҫемьене аркатма пултарать. Унсӑр пуҫне эрехе виҫерен тухса ӗҫекен ҫын астарнисем хыҫҫӑн ҫӑмӑлах кайма пултарать (Притчи 23:20, 21, 29—35).

7. Турӑ япӑх тесе шутлакан ӗҫсене тӑвакан ҫынсем «Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ» (Галати 5:19—21). Эсӗ чӑннипех Турра юрататӑн тата ӑна юрӑхлӑ пуласшӑн пулсан, ҫавӑн пек ӗҫсенчен хӑтӑлма пултаратӑн (1 Иоанн 5:3). Турӑ умӗнче мӗн япӑххине кураймасӑр тӑма вӗрен (Рим 12:9). Хӑйсенче Турра юрӑхлӑ йӑласене аталантарнӑ ҫынсемпе хутшӑн (Притчи 13:20). Аталанса ҫитнӗ христианла юлташсем пулӑшу пама пултараҫҫӗ (Иаков 5:14). Пуринчен ытларах Турра кӗл туса ун ҫине шан (Филиппы 4:6, 7, 13).

 

1999 ҫулта кӑларнӑ

Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved.