Иегова Свидетелӗсем: Web-сайт Хурал Пашни обществи

Beliefs Future Medical Topics Contact Us Publications Languages
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? 9-мӗш урок

Турӑ ҫыннисен таса пулмалла

Мӗншӗн пирӗн пур енӗпе те таса пулмалла? (1)
Ӑс-хакӑлпа шухӑш-кӑмӑл енӗпе (2), йӗрке-тирпей енӗпе (3), шухӑшсенче (4), ӱт-пӱре таса пулмалла тени мӗне пӗлтерет? (5)
Мӗнле таса мар калаҫуран пӑрӑнас пулать? (6)

1. Иегова Турӑ таса та сӑваплӑ. Ӑна ӗненекенсем ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-туйӑмра, йӗрке-тирпейре тата ӱт-пӱре, ҫавӑн пекех шухӑшсенче хӑйсене таса упрасса кӗтет вӑл (1 Петр 1:16). Турӑ умӗнче пирӗн таса пулас килет пулсан, уншӑн чӑнласах тӑрӑшас пулать. Эпир таса мар тӗнчере пурӑнатпӑр. Унсӑр пуҫне, пирӗн хамӑрӑн тӗрӗс мар туртӑмсемпе кӗрешме тивет. Анчах та пирӗн парӑнмалла мар.

2. Ӑс-хакӑлпа шухӑш-кӑмӑлри тасалӑх. Пирӗн Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрас килет пулсан, суя тӗнӗн вӗрентӗвӗсене тата йӑлисене пӑхӑнмалла мар. Пирӗн суя тӗне пӑрахас пулать тата унпа нимӗнле те хутшӑнмалла мар (2 Коринф 6:14—18; Апокалипсис 18:4). Турӑ ҫинчен тӗрӗслӗхе пӗлсен, суяна вӗрентекен ҫынсем аташтарса ан яччӑр тесе пирӗн асӑрханас пулать (2 Иоанн 10, 11).

3. Йӗрке-тирпей тасалӑхӗ. Иегова ӑна ӗненекенсем хӑйсене яланах чӑн христиансем пек тытччӑр тет (1 Петр 2:12). Вӑл эпир мӗн тунине пурне те, вӑрттӑн ӗҫсене те курать (Eврей 4:13). Ар аскӑнчӑклӑхӗнчен тата ҫак тӗнчен ытти таса мар йӑлисенчен пирӗн пӑрӑнас пулать (1 Коринф 6:9—11).

4. Шухӑшсенчи тасалӑх. Эпир хамӑр ӑс-тӑна таса шухӑшсемпе тултаратпӑр пулсан, хамӑра тытасси те таса пулать (Филиппы 4:8). Анчах та ӑс-тӑн тасамарлӑхпа тулнӑ пулсан, вӗҫӗнче вара япӑх ӗҫсем пулаҫҫӗ (Матфей 15:18—20). Пирӗн ӑс-тӑна сиен кӱме пултаракан йӑпанусенчен пӑрӑнас пулать. Турӑ Сӑмахне тӗпчесе эпир хамӑр ӑс-тӑна таса шухӑшсемпе тултарма пултаратпӑр.

5. Ӱт-пӱ тасалӑхӗ. Христиансем — Турӑ представителӗсем, ҫавӑнпа та вӗсен хӑйсен ӱт-пӱне тата тумтирне таса упрас пулать. Туалета кӗрсе тухсан, ҫавӑн пекех апат умӗн тата апат хатӗрлес умӗн алӑсене ҫӑвас пулать. Килте канализаци системи ҫук пулсан, каяшсене ҫӗре чавса чикес пулать (Второзаконие 23:12, 13). Ӱт-пӱ тасалӑхӗ — сывлӑх никӗсӗ. Христианӑн килӗ тултан та ӑшӗнчи пекех таса та тирпейлӗ пулмалла. Ытти ҫынсен килӗсемпе танлаштарсан, унӑн кӑтартуллӑ пулмалла.

6. Таса калаҫу. Турӑ ҫыннисен яланах тӗрӗссине каламалла. Суя ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ (Eфес 4:25; Апокалипсис 21:8). Христиансем усал сӑмахсемпе калаҫмаҫҫӗ. Вӗсем таса мар шӱтсене тата намӑс историсене каласа памаҫҫӗ, итлемеҫҫӗ те. Хӑйсен таса калаҫӑвӗпе вӗсем ӗҫри, шкулти, ҫавӑн пекех ҫав вырӑнта пурӑнакан йӗри-таврари ҫынсенчен уйрӑлса тӑраҫҫе (Eфес 4:29, 31; 5:3).

Турӑ ҫыннисен пур енӗпе те таса пулмалла

1999 ҫулта кӑларнӑ

Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved.