| Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? | 7-мӗш урок |
Кӗлӗ урлӑ Турӑ патне мӗнле ҫывхармалла |
|
| Кӗл тӑвассине йӑлана кӗртни мӗншӗн паха? (1) | |
| Кама кӗл тумалла тата мӗнле? (2, 3) | |
| Кӗлӗре мӗн калани тӗрӗс? (4) | |
| Хӑҫан кӗл тумалла? (5, 6) | |
| Турӑ пур кӗлӗсене те итлет-и? (7) | |
1. Кӗле вӑл — Турӑпа йӑваш калаҫни. Турра кӗл тӑвассине йӑлана кӗртни питӗ кирлӗ. Ҫакӑн пек эсӗ унпа хаклӑ юлташ пек ҫывӑхланатӑн. Иегова ҫав тери аслӑ тата хӑватлӑ пулин те, пирӗн кӗлӗсене вӑл итлет! Эсӗ Турра яланах кӗл тӑватӑн-и? (Псалом 64:3; 1 Фессалоник 5:17).
2. Кӗлӗ — пуҫҫапнин пайӗ. Ҫавӑнпа та Турра — Иеговӑна кӑна кӗл тӑвас пулать. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне вӑл кама та пулин урӑххине мар, яланах Ашшӗне кӗл тунӑ. Пирӗн те ҫавнах тӑвас пулать (Матфей 4:10; 6:9). Анчах та пур кӗлле те Иисус ячӗпе калас пулать. Ҫакӑнпа эпир Иисус пӗлтерӗшне хисепленине тата унӑн каҫарттару парнине ӗненнине кӑтартатпӑр (Иоанн 14:6; 1 Иоанн 2:1, 2). 3. Кӗл тунӑ чухне пирӗн Турӑпа чӗререн калаҫас пулать. Пӑхмасӑр вӗреннӗ кӗлӗсене е кӗлӗ кӗнекисенчен вуласа каламалла мар (Матфей 6:7, 8). Кӗлеткӱне хисеплӗ тытса, пур вӑхӑтра та, пур ҫӗрте те кӗл тума юрать. Турӑ хамӑр ӑшра, чӗрере каланӑ кӗлӗсене те илтет (1 Царств 1:12, 13). Хӑвӑн уйрӑм кӗлӗсем валли пӗччен вырӑн тупсан аванрах (Марк 1:35). 4. Мӗн ҫинчен кӗл тума юрать? Унпа туслашассипе мӗн ҫыхӑннӑ, пурин ҫинчен те (Филиппы 4:6, 7). Кӑтартуллӑ кӗлӗрен Иегова ячӗ ҫинчен тата Унӑн шухӑшӗсем ҫинчен кӗл тума кирли курӑнать. Ҫавӑн пекех пурлӑх енчен пулӑшма, ҫылӑхсене каҫарма, илӗртӱсене хирӗҫ тӑма пулӑшу ыйтма юрать. (Матфей 6:9—13). Кӗлӗсем хапсӑнчӑк шухӑшлӑ пулмалла мар. Турӑ ирӗкӗпе мӗн килӗшӱллӗ, ҫавӑн ҫинчен кӑна кӗл тумалла (1 Иоанн 5:14).
5. Сана чӗрӱ хӑҫан Турра тав тума тата мухтама хускатать, ҫавӑн чухне яланах кӗл тума юрать (1 Паралипоменон 29:10—13). Татса памалли ыйтусем сиксе тухсан тата санӑн ӗненӱ йывӑр тӗрӗслевре пулсан, кӗл тӑвас пулать (Псалом 54:23; 119:1). Апат умӗн кӗл туни те тӗрӗс (Матфей 14:19). Иегова «кирек хӑш вӑхӑтра та» кӗл тума хавхалантарать (Eфес 6:18). 6. Йывӑр ҫылӑха кӗрсен уйрӑмах кӗл тӑвас пулать. Ун пек чухне кӗл туса Иеговӑран хӗрхенӱ тата каҫару ҫинчен тархасламалла. Эсӗ ун умӗнче ҫылӑхсене йышӑнсан тата пӗтӗм вӑйран вӗсене урӑх тӑвас мар тесе тӑрӑшсан, Турӑ вара санпа «кӑмӑллӑ» пулӗ (Псалом 85:5; Притчи 28:13). 7. Иегова тӱрӗ ҫынсен кӗллисене кӑна итлет. Кӗллӱсене Турӑ итлетӗр тесен, санӑн унӑн законӗсене пурнӑҫлама пӗтӗм вӑя хурас пулать (Притчи 15:29; 28:9). Кӗл тунӑ чухне йӑваш пулмалла (Лука 18:9—14). Турӑран ху мӗн ыйтатӑн, уншӑн ҫине тӑрса ӗҫлес пулать. Ҫакӑн пек эсӗ ху ӗненнине тата чӑннипе мӗн шухӑшлатӑн ҫавнах каланине ҫирӗплетсе паратӑн. Ҫавӑн чухне кӑна Иегова кӗлӗсем ҫине хурав парать (Eврей 11:6). |
1999 ҫулта кӑларнӑ |
|
Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved. |
|