Иегова Свидетелӗсем: Web-сайт Хурал Пашни обществи

Beliefs Future Medical Topics Contact Us Publications Languages
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? 6-мӗш урок

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Турӑ Патшалӑхӗ ӑҫта вырнаҫнӑ? (1)
Унӑн Патши кам? (2)
Патшапа пӗрле тата кам та пулин пулӗ-и? Ҫапла пулсан, миҫен вӗсем? (3)
Эпир юлашки кунсенче пурӑнни ӑҫтан курӑнать? (4)
Турӑ Патшалӑхӗ пуласлӑхра этемлӗхе мӗн туса парать? (5—7)

1. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйӗн вӗренекенӗсене Турӑ Патшалӑхӗ килесси ҫинчен кӗл тума вӗрентнӗ. Патшалӑх — вӑл патша ертсе пыракан правительство. Турӑ Патшалӑхӗ — хӑйне уйрӑм правительство. Вӑл пӗлӗт ҫинче вырнаҫнӑ, унтанах ҫӗре тытса пырӗ. Патшалӑх Турӑ ятне хисепе кӗртет. Вӑл Турӑ ирӗкӗ пӗлӗт ҫинче кӑна мар, ҫӗр ҫинче те пурнӑҫланса тӑрасса ҫитерӗ (Матфей 6:9, 10).

2. Хӑйӗн Патшалӑхӗн Патши Иисус пулать тесе Турӑ сӑмах панӑ (Лука 1:30—33). Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑй ырӑ, тӱрӗ, ҫитменлӗхсӗр Правитель пуласса кӑтартса панӑ. Пӗлӗт ҫине таврӑнсан, Иисус Турӑ Патшалӑхӗн Патшин тронӗ ҫине тӱрех ларман (Eврей 10:12, 13). Парас тенӗ влаҫа Иегова Иисуса 1914 ҫулта панӑ. Ҫак вӑхӑтран Иисус пӗлӗтри Иегова лартнӑ Патша пулса тӑнӑ (Даниил 7:13, 14).

3. Унсӑр пуҫне, Иегова хӑшпӗр шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарамсене ҫӗр ҫинчен пӗлӗт ҫине куҫма суйласа хунӑ. Вӗсем патшасем, судьясем, священниксем пулаҫҫӗ те Иисуспа пӗрле этемлӗхе ертсе пыраҫҫӗ (Лука 22:28—30; Апокалипсис 5:9, 10). Хӑйӗн Патшалӑх йышне кӗрекен ӗҫтешсене Иисус «пӗчӗкҫӗ кӗтӗвӗм» тесе чӗннӗ. Вӗсен шучӗ — 144 000 (Лука 12:32; Апокалипсис 14:1—3).

4. Патшана ларсан, Иисус Сатанана тата унӑн усал ангелӗсене пӗлӗт ҫинчен ҫӗр ҫинелле хӑваласа антарса янӑ. Акӑ мӗншӗн 1914 ҫултан пуҫласа ҫӗр ҫинчи лару-тӑру ҫав тери япӑхланса кайрӗ (Апокалипсис 12:9, 12). Вӑрҫӑсем, выҫлӑх, эпидемисем, законсӑрлӑх сарӑлни — ҫаксем пурте Иисус ертсе пынине тата ҫак система юлашки кунӗсене пурӑнса ирттернине кӑтартса паракан «паллӑн» пайӗсем (Матфей 24:3, 7, 8, 12; Лука 21:10, 11; 2 Тимофей 3:1—5).

5. Кӗҫех Иисус ҫынсене, кӗтӱҫӗ сурӑхсене качакасенчен суйласа илнӗ пек, уйӑрса суд тӑвӗ. «Сурӑхсем» — вӗсем ӑна чӗререн парӑнса пӑхӑннине кӑтартакансем. Вӗсене ҫӗр ҫинче ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пулӗ. «Качакасем» — вӗсем Турӑ Патшалӑхне йышӑнманнисем (Матфей 25:31—34, 46). Ҫывӑх пуласлӑхрах качакасемпе танлашакансене пурне те Иисус пӗтерсе хурӗ (2 Фессалоник 1:6—9). Иисусӑн «сурӑхӗсен» шутӗнче пулас килет пулсан, санӑн Патшалӑх ҫинчен пӗлтерекен хыпара итлес пулать тата пӗлни тӑрӑх пурӑнас пулать (Матфей 24:14).

Иисус ертсе пынӑ чух курайманлӑх тата пӗр-пӗрин ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшлани пулмӗ

6. Халӗ ҫӗр тӗрлӗ патшалӑхсем ҫине пайланнӑ. Кашни ҫӗршывра — хӑйӗн правительстви. Халӑхсем пӗр-пӗрне хирӗҫ ҫапӑҫни те сайра мар. Анчах та ҫынсенчен тӑракан пур правительствӑсем вырӑнне те Турӑ Патшалӑхӗ килӗ. Ҫакӑ ҫӗре тытса тӑракан пӗртен-пӗр правительство пулӗ (Даниил 2:44). Унта вӑрҫӑсем, преступлени тӑвасси тата пусмӑр пулмӗ. Пур ҫынсем те туслӑ та пӗрле пурӑнӗҫ (Михей 4:3, 4).

7. Иисус Пин ҫул хушши Патшара тӑнӑ вӑхӑтра чӗререн парӑннӑ ҫынсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса пырӗҫ, ҫӗр вара рай пулӗ. Ҫав пин ҫул вӗҫнелле Турӑ унран мӗн ыйтнине Иисус пӗтӗмпех пурнӑҫлӗ. Кайран вӑл Патшалӑха каялла Ашшӗне тавӑрса парӗ (1 Коринф 15:24). Турӑ Патшалӑхӗ мӗн пурнӑҫласса мӗншӗн-ха санӑн юлташусемпе ҫывӑх ҫынсене каласа парас мар?

 

1999 ҫулта кӑларнӑ

Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved.