Иегова Свидетелӗсем: Web-сайт Хурал Пашни обществи

Beliefs Future Medical Topics Contact Us Publications Languages
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? 5-мӗш урок

Ҫӗр валли Турӑ мӗн шухӑшласа хунӑ?

Иегова ҫӗре мӗншӗн тунӑ? (1, 2)
Мӗншӗн ҫӗр халь рай мар? (3)
Усал ҫынсемпе мӗн пулса тухать? (4)
Пуласлӑхра чирлӗ ҫынсемшӗн Иисус мӗн тӑвӗ? Ватӑ ҫынсемшӗн? Вилнисемшӗн? (5, 6)
Пулас ырлӑха курас тесен, мӗн тумалла? (7)

1. Иегова ҫӗре ун ҫинче ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр тата телейлӗ пурӑнччӑр тесе тунӑ. Вӑл ҫӗре тӱрӗ, савӑнӑҫлӑ этемлӗхпе тултарасшӑн пулнӑ (Псалом 113:24; Исаия 45:18). Ҫӗр нихӑҫан та пӗтмест; вӑл ӗмӗрех пулать (Псалом 103:5; Eкклесиаст 1:4).

2. Ҫынна пултариччен малтан Турӑ ҫӗр ҫинче вырӑн суйласа илнӗ те илемлӗ рай йӗркеленӗ. Ӑна вӑл Eдем сачӗ тесе ят панӑ. Унта вӑл пӗрремӗш арҫынна тата хӗрарӑма — Адампа Eвӑна вырнаҫтарнӑ. Турӑ вӗсен ачасем пулччӑр та пӗтӗм ҫӗрӗпе вырнаҫччӑр тенӗ. Ҫынсем майӗпен пӗтӗм ҫӗре рай тунӑ пулӗччӗҫ (Бытие 1:28; 2:8, 15).

Ҫухатнӑ рай

3. Адампа Eва пӗлсе тӑрсах Турӑ законне пӑснӑ та ҫылӑха кӗнӗ. Ҫавӑнпа Иегова вӗсене Eдем садӗнчен хӑваласа янӑ. Рая ҫухатнӑ (Бытие 3:1—6, 23). Анчах Иегова ҫӗре мӗншӗн тунине манса кайман. Вӑл ӑна ҫынсене ӗмӗр пурӑнмалли рай туса пама сӑмах парать. Хӑйӗн шухӑшне Турӑ мӗнле пурнӑҫлать? (Псалом 36:29).

4. Ҫӗр ҫинче рай пуличчен малтан усал ҫынсене пӗтермелле (Псалом 36:38). Вӑл Туррӑн пӗтӗм усала пӗтерес вӑрҫинче — Армагеддонра пулса иртет. Кайран Сатанана 1 000 ҫуллӑха сӑнчӑрласа лартӗҫ. Ҫакӑ вӑл ҫӗре сиен кӱрекен никам та пулас ҫуккине пӗлтерет. Турӑ халӑхӗ кӑна чӗрӗ юлать (Апокалипсис 16:14, 16; 20:1—3).

5. Унтан ҫӗре пин ҫул хушши Христос Иисус Патша тытса тӑрать (Апокалипсис 20:6). Майӗпен вӑл ҫынсен ӑс-тӑнӗсенчи тата ӱт-пӗвӗнчи ҫылӑха пӗтерсе пырӗ. Адампа Eва ҫылӑха кӗриччен мӗнле пулнӑ, ҫынсем ҫавӑн пек ҫитменлӗхсӗр пулӗҫ. Ун чух чирсем, ватлӑх тата вилӗм пулмӗҫ. Чирлисем чирӗсенчен хӑтӑлӗҫ, ваттисем каллех ҫамрӑк пулӗҫ (Иов 33:25; Исаия 33:24; Апокалипсис 21:3, 4).

6. Иисус Пин ҫул хушши ҫӗре тытса тӑнӑ чух Турӑ умӗнчи тӱрӗ ҫынсем ҫӗртен рай тӑвӗҫ (Лука 23:43). Унсӑр пуҫне, Турӑ миллионшар вилнисене ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗртсе тӑратӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Ҫак ҫынсем Турӑ ыйтнине пурнӑҫласа пырсан, ҫӗр ҫинче ӗмӗрех пурӑнӗҫ. Пурнӑҫламасан — ӗмӗрлӗхех пӗтӗҫ (Иоанн 5:28, 29; Апокалипсис 20:11—15).

7. Ҫӗре валли Турӑ чи малтанах мӗн шухӑшласа хуни пурте ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Пуласлӑхра сан ҫав ырлӑха курас килет-и? Ҫакна валли санӑн малалла та Иегова ҫинчен пӗлсе пырас тата вӑл мӗн ыйтнисене пӑхӑнас пулать. Ҫак ӗҫре сана Иегова Свидетелӗсен Патшалӑх Залне пырса ҫӱрени пулӑшӗ (Исаия 11:9; Eврей 10:24, 25).

Армагеддон хыҫҫӑн ҫӗр каллех рай пулӗ

1999 ҫулта кӑларнӑ

Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved.