| Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? | 4-мӗш урок |
Кам вӑл Дьявол? |
|
| Сатана Дьявол ӑҫтан тупӑннӑ? (1, 2) | |
| Сатана ҫынсене мӗнле улталать? (3—7) | |
| Мӗншӗн пирӗн Дьявола хирӗҫ тӑмалла? (7) | |
1. «Дьявол» сӑмаха урӑххи ҫинчен хаяррӑн суйса калакан тесе ӑнланас пулать. «Сатана» «тӑшман», е «хирӗҫ тӑракан» тенине пӗлтерет. Туррӑн тӗп тӑшманӗ ҫакӑн пек ятсемпе ҫӱрет. Малтанах вӑл пӗлӗтре Турӑпа пӗрле пурӑнакан ҫылӑхcӑр ангел пулнӑ. Анчах каярахпа вӑл хӑй ҫинчен ытлашши нумай шухӑшлама пуҫланӑ тата тӗрӗссипе Турра пуҫҫапас вырӑнне хӑйне пуҫҫаптарасшӑн пулнӑ (Матфей 4:8—10).
2. Ҫак ангел, Сатана, ҫӗлен урлӑ Eвӑпа калаҫма пуҫланӑ. Ӑна улталаса Турра хирӗҫ тӑма хистенӗ. Ҫакӑн пек Сатана Туррӑн аслӑ влаҫне, е Чи Асли пӗлтерӗшне, тӑшманла критикленӗ. Сатана ыйту тӑратнӑ: Турӑ аслӑ влаҫа тӗрӗс тытса пырать-и тата Хӑйне пӑхӑнакансен интересӗсене шута илет-и? Вӑл ҫавӑн пекех иккӗленнӗ: пӗр ҫын та пулин Турра чӗререн парӑнса пурӑнать-и? Хӑйне ҫакӑн пек тытса Сатана Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑнӑ. Акӑ мӗншӗн ӑна Сатана Дьявол тесе чӗнме пуҫланӑ (Бытие 3:1—5; Иов 1:8—11; Апокалипсис 12:9). 3. Хӑйне пуҫҫаптарас тесе Сатана ҫынсене улталама тӑрӑшать (2 Коринф 11:3, 14). Унӑн ҫынсене улталамалли пӗр меслечӗ — суя тӗн. Eнчен те тӗн Турӑ ҫинчен тӗрӗс мар вӗрентет пулсан, вӑл Сатана тӗллевӗсене пӑхӑнса тӑрать (Иоанн 8:44). Суя тӗн хыҫҫӑн каякан ҫынсем чӑн Турра ӗненетпӗр тесе чӗререн шухӑшлама пултараҫҫӗ. Анчах та вӗсем чӑннипе Сатана хыҫҫӑн каяҫҫӗ. Вӑл «ҫак ӗмӗрӗн турри» (2 Коринф 4:4).
4. Сатанан ҫынсене хӑйне пӑхӑнтармалли тепӗр меслет вӑл — спиритизм. Хӑйсене сыхлаттарма, ытти ҫынсене сиен кӱртерме, пулассине калаттарма тата тӗлӗнтермӗшсем тутарма ҫынсем усал сывлӑшсене чӗнсе илеҫҫӗ. Ҫак пур ӗҫсем хыҫӗнче усал вӑй — Сатана — тӑрать. Турра юрас тесен, пирӗн спиритизмпа нимӗнле майпа та ҫыхӑнмалла мар (Второзаконие 18:10—12; Апостолсен ӗҫӗсем 19:18, 19). 5. Унсӑр пуҫне, Сатана ҫынсенче ҫав тери пысӑк националлӑ мӑнкӑмӑллӑха вӑратса тата вӗсене политика организицийӗсене ӗнентерсе улталать. Тепӗр чух ҫынсем хӑйсен халӑхӗ е раси ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та ку тӗрӗс мар (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35). Ҫавӑн пекех ҫынсен пурнӑҫӗнчи йыварлӑхсене политика организацийӗсем пӗтерсе хураҫҫӗ тесе шухӑшлакансем пур. Ҫакна ӗненекен ҫынсем Турӑ Патшалӑхне йышӑнмаҫҫӗ. Анчах та этемлӗхӗн ыйтӑвӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ татса парать (Даниил 2:44).
6. Сатанан ҫынсене улталамалли тепӗр меслечӗ — вӗсене ҫылӑхлӑ ӗмӗтсемпе илӗртесси. Иегова ҫылӑхлӑ ӗҫсене пӑрахма хушать, мӗншӗн тесен вӗсем сиен кӱрессе пӗлет (Галати 6:7, 8). Хӑшпӗр ҫылӑх тума хӑнӑхнӑ ҫынсем, тен, сана та хӑйсен ӗҫӗсене хутшӑнтарасшӑн пулӗҫ. Анчах та асту: чӑннипе ҫакна санран Сатана кӗтет (1 Коринф 6:9, 10; 15:33). 7. Иеговӑран уйӑрас тесе, Сатана сана хӗсӗрлес тата хирӗҫ тӑрас тейӗ. Эсӗ Библи вӗреннӗшӗн санӑн ҫывӑх ҫыннусенчен кам та пулин питӗ хытӑ хаярланма пултарӗ. Тен, теприсем санран кулма пуҫлӗҫ. Анчах та эсӗ хӑвӑн пурнӑҫушӑн кама парӑмлӑ? Иегова ҫинчен пӗлме чарас тесе, Сатана сана хӑратса пӗтересшӗн. Сатанана ҫиеле тухма ан пар! (Матфей 10:34—39; 1 Петр 5:8, 9). Дьявола хирӗҫ тӑрса, эсӗ Иеговӑна савӑнӑҫ кӱрӗн тата эсӗ Унӑн аслӑ влаҫӗшӗн пулнине кӑтартса парӑн (Притчи 27:11). |
||||
1999 ҫулта кӑларнӑ |
|
Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved. |
|