Иегова Свидетелӗсем: Web-сайт Хурал Пашни обществи

Beliefs Future Medical Topics Contact Us Publications Languages
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? 3-мӗш урок

Кам вӑл Иисус Христос?

Мӗншӗн Иисуса Туррӑн «малтан ҫуралнӑ» Ывӑлӗ тесе каланӑ? (1)
Мӗншӗн ӑна «Сӑмах» тесе каланӑ? (1)
Мӗншӗн Иисус ҫӗр ҫине ҫын пулса килнӗ? (2—4)
Мӗншӗн вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ? (5)
Ҫывӑх пуласлӑхра Иисус мӗн тӑвӗ? (6)

1. Ҫӗр ҫине киличчен малтан Иисус сывлӑш ӱтлӗ пулса пӗлӗтре пурӑннӑ. Иисус Турӑ пултарнисенчен чи пӗрремӗшӗ пулнӑ пирки ӑна Туррӑн «малтан ҫуралнӑ» Ывӑлӗ тесе каланӑ (Колоссы 1:15; Апокалипсис 3:14). Иисус — Туррӑн хӑй аллипе пултарнӑ пӗртен-пӗр Ывӑлӗ. Иисус ҫын пуличчен Иегова унпа усӑ курнӑ: пӗлӗтпе ҫӗр ҫинче ытти япаласене тунӑ чух вӑл «ӑста пулӑшуҫӑ» пулнӑ (Притчи 8:22—31, «Хальхи куҫару»; Колоссы 1:16, 17). Ҫавӑн пекех Турӑ унпа хӑйӗн тӗп представитӗлӗ туса усӑ курнӑ. Акӑ мӗншӗн Иисуса «Сӑмах» тесе каланӑ (Иоанн 1:1—3; Апокалипсис 19:13).

2. Турӑ хӑйӗн Ывӑлӗн пурнӑҫне Марийӑн варне куҫарнӑ та ӑна ҫӗр ҫине янӑ. Ҫавӑнпа та Иисусӑн этем ашшӗ пулман. Акӑ мӗншӗн ҫылӑх тата ҫитменлӗх куҫман ӑна. Турӑ Иисуса ҫӗр ҫине 1) ҫынсене Турӑ ҫинчен чӑнлӑха вӗрентме (Иоанн 18:37), 2) хӑйӗн пек пулма тӗслӗх кӑтартса таса ҫылӑхсӑрлӑхне упраса хӑварма (1 Петр 2:21) 3) этемлӗхе ҫылӑхран тата вилӗмрен хӑтарас тесе хӑйӗн пурнӑҫне пама янӑ. Мӗншӗн ҫакӑ кирлӗ пулнӑ? (Матфей 20:28).

3. Пӗрремӗш ҫын Адам, Турӑ хушнине итлемесӗр, Библире «ҫылӑх» тенӗ ӗҫе тунӑ. Ҫавӑнпа та Турӑ Адам пирки вилӗм приговорне йышӑннӑ (Бытие 3:17—19). Вӑл текех Турӑ нормисемпе килӗшӱллӗ пулман пирки хӑйӗн ҫылӑхсӑрлӑхне ҫухатнӑ. Адам майӗпен ватӑлса вилнӗ. Унӑн ҫылӑхӗ хӑйӗн пӗтӗм ачисене куҫнӑ. Акӑ мӗншӗн эпир те ватӑлатпӑр тата вилетпӗр. Этемлӗхе мӗнле ҫӑлма май пулнӑ-ха? (Рим 3:23; 5:12).

4. Иисус Адам пекех ҫылӑхсӑр ҫын пулнӑ. Анчах та Адампа танлаштарсан, Иисус яланах, чи хаяр йывӑрлӑхсенче те Турра итленӗ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн ҫылӑхсӑр пурнӑҫне парса Адам ҫылӑхӗшӗн тӱлесе татма пултарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен Библире «каҫарттарни» тесе каланӑ. Ҫапла вара Адамӑн ачисен вилӗм айӑпӗнчен ирӗке тухмалли май тупӑннӑ. Кам Иисуса ӗненет, вӗсен пурин те ҫылӑхӗсем каҫма пултараҫҫӗ, тата ҫак ҫынсен ӗмӗрлӗх пурнӑҫа кӗме май пур (1 Тимофей 2:5, 6; Иоанн 3:16; Рим 5:18, 19).



Иисусӑн ӗҫӗсем вӗрентессинчен, тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвассинчен тата хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн парассинчен тытӑнса тӑнӑ

5. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чух чирлисене сыватнӑ, выҫӑ ҫынсене ҫитернӗ тата ҫил-тӑвӑлсене лӑплантарнӑ. Вӑл вилнисене те чӗртнӗ. Мӗншӗн-ха вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ? 1) Вӑл асапланакан ҫынсене шелленӗ тата вӗсене пулӑшасшӑн пулнӑ. 2) Унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем вӑл чӑн та Турӑ Ывӑлӗ пулнине кӑтартса панӑ. 3) Вӑл ҫӗре Патша пулса тытса тӑнӑ чух итлекен этемлӗхшӗн мӗн туса парассине кӑтартса панӑ вӗсем (Матфей 14:14; Марк 2:10—12; Иоанн 5:28, 29).

6. Иисус вилнӗ, Турӑ ӑна сывлӑш ӱтлӗ пултарнӑ та, вӑл пӗлӗте таврӑннӑ (1 Петр 3:18). Каярахпа вара Турӑ ӑна Патшана лартнӑ. Кӗҫех Иисус ҫӗр ҫинчи пур усалпа асапа пӗтерӗ (Псалом 36:9—11; Притчи 2:21, 22).

 

1999 ҫулта кӑларнӑ

Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved.