| Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? | 2-мӗш урок |
Кам вӑл Турӑ? |
|
| Кам вӑл Турӑ тата унӑн ячӗ мӗнле? (1, 2) | |
| Вӑл мӗнле ӱтлӗ? (3) | |
| Мӗнле унӑн тӗп паха енӗсем? (4) | |
| Ӑна пуҫҫапнӑ чухне сӑнсемпе тата символсемпе усӑ курма юрать-и? (5) | |
| Мӗнле икӗ майпа Турӑ ҫинчен пӗлме пулать? (6) | |
1. Ҫынсем нумай япалана пуҫҫапаҫҫе. Анчах та Библи ЧӐН Турӑ пӗрре кӑна пур тет. Пӗлӗтре тата ҫӗр ҫинче мӗн пуррине пӗтӗмпех вӑл тунӑ. Пире вӑл пурнӑҫ панӑ пулсан, пӗр Ӑна кӑна пуҫҫапас пулать (1 Коринф 8:5, 6; Апокалипсис 4:11).
2. Туррӑн титулсем нумай, анчах та ячӗ пӗрре кӑна. Турӑ ячӗ — ИEГОВА. Библин нумай куҫарӑвӗсенчен Турӑ ятне кӑларса пӑрахнӑ та Господь тата Турӑ титулсемпе улӑштарнӑ. Анчах та Библин оригиналӗнче «Иегова» ят 7 000 хутчен тӗл пулнӑ! (Исход 3:14; Осия 12:5). 3. Иеговӑн ӱт-пӱ пур, анчах та пирӗннинчен уйрӑлса тӑрать. «Турӑ вӑл сывлӑш»,— ҫырать Библи (Иоанн 4:24). Сывлӑш — пирӗннинчен нумай ҫӱллӗ шайра тӑракан пурнӑҫ форми. Пӗр ҫын та нихӑҫан та Турра курман. Иегова пӗлӗтре пурӑнать, анчах та пурне те курать (Псалом 10:4, 5; Иоанн 1:18). Мӗн-ха вӑл таса сывлӑш? Вӑл Турӑпа пӗр шайра тӑракан ӱт-пӱ мар. Вӑл Туррӑн вӑй-хӑвачӗ (Псалом 103:30). 4. Библире Иеговӑн сӑн-сӑпачӗ уҫӑлать. Унӑн тӗп паха енӗсене — юратуне, тӗрӗслӗхне, ӑслӑлӑхӗпе вӑйне кӑтартнӑ (Второзаконие 32:4; Иов 12:13; Исаия 40:26; 1 Иоанн 4:8). Ҫавӑн пекех Турӑ хӗрхенет, ырӑ, каҫарма хатӗр, ырӑ кӑмӑллӑ тата чӑтӑмлӑ тенӗ Библире. Пирӗн, итлекен ачасем пек пулса, ун пек пулма тӑрӑшас пулать (Eфес 5:1, 2).
5. Сӑнсене, картинӑсене, символсене хисеплесе тата вӗсене кӗл туса Турра пуҫҫапма юрать-и? Ҫук! (Исход 20:4, 5). Пирӗн пӗр ӑна анчах пуҫҫапмалла тет Иегова. Мухтавне, чысне вӑл никампа та, нимӗнпе те пайламӗ. Сӑнсем пире пулӑшма вӑйсӑр (Псалом 113:12—16; Исаия 42:8). 6. Мӗнле майпа Турра лайӑхрах пӗлме пулать? Пӗрремӗшӗ вӑл — Турӑ пултарнӑ япаласене тинкерсе пӑхса, вӗсем мӗн калама пултарни ҫинчен тарӑннӑн шухӑшлани. Турӑ тунӑ япаласем унӑн аслӑ вӑй тата ӑс пуррине кӑтартса параҫҫӗ. Вӑл пултарнӑ пур япалара та унӑн юратӑвӗ курӑнать (Псалом 18:2—7; Рим 1:20). Турӑ ҫинчен пӗлмелли иккӗмӗш май вӑл — Библие тӗпчени. Хӑй мӗнле Турӑ иккенне вӑл Библи урлӑ тата та нумайтарах каласа парать. Ҫавӑн пекех унта вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене тата пирӗнтен ӑна мӗн кирлине пӗлтерет (Амос 3:7; 2 Тимофей 3:16, 17). |
|
1999 ҫулта кӑларнӑ |
|
Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved. |
|