| Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? | 1-мӗш урок |
Турӑ мӗн ыйтнине мӗнле пӗлмелле |
|
| Библире мӗнле питӗ кирлӗ пӗлӱсем пур? (1) | |
| Унӑн авторӗ кам? (2) | |
| Мӗншӗн Библие тӗпчес пулать? (3) | |
1. Библи — Туррӑн хаклӑ парни. Ӑна юратакан ашшӗ ачисем патне ҫырнӑ ҫырупа танлаштарма пулать. Библире Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑх пур: кам вӑл тата мӗнле унӑн нормисем. Телей мӗнле тупмаллине тата йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтермеллине ӑнлантарса панӑ унта. Турра мӗнле юрӑхлӑ пулмаллине ҫак кӗнекерен кӑна пӗлме пулать (Псалом 1:1—3; Исаия 48:17, 18).
2. Библие иртнӗ эрӑри 1513 ҫултан пуҫласа 1 600 ҫул хушши 40 яхӑн тӗрлӗ ҫынсем ҫырнӑ. Библи 66 кӗнекерен тӑрать. Ӑна ҫыракансене Турӑ хавхалантарнӑ. Вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене мар, унӑн шухӑшӗсене ҫырса пынӑ. Ҫавӑнпа та Библи Авторӗ — ҫын мар, пӗлӗтре пурӑнакан Турӑ (2 Тимофей 3:16, 17; 2 Петр 1:20, 21). 3. Библи сыхланса юлтӑр тата ӑна тӗрӗс куҫарса ҫырса пыччӑр тесе Турӑ сӑнаса пынӑ. Библие питӗ нумай пичетленӗ, унӑн тиражӗ пур кӗнекерен те ирттерет. Эсӗ Библи вӗреннӗшӗн пурте хавас пулмӗҫ, анчах та хӑвна чӑрмантарма никама та ирӗк ан пар. Турра пӗлни тата хирӗҫ тӑнине пӑхмасарах унӑн ирӗкне пурнӑҫласа пыни — санӑн ӗмӗрлӗх пуласлӑхӑн никӗсӗ (Матфей 5:10—12; Иоанн 17:3). |
1999 ҫулта кӑларнӑ |
|
Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved. |
|