Иегова Свидетелӗсен официаллӑ веб-сайчӗ

Тӗп страница Beliefs Future Medical Topics Контактсем Publications Languages
Библи

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

Турӑ ҫакӑн пек пурӑнтарасшӑн-ши?


СЫПӐКСЕМ

  1. Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑх
  2. Библи — Турӑ панӑ парне
  3. Турӑ ҫӗр пирки мӗн тума шухӑшласа хунӑ?
  4. Кам вӑл Иисус Христос?
  5. Тӳлесе илни — Турӑ панӑ хаклӑ парне
  6. Вилнисем ӑҫта лекеҫҫӗ?
  7. Вилнӗ ҫывӑх ҫынсем валли чӑн-чӑн шанчӑк
  8. Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
  9. Эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр-и?
  10. Ангелсем пирӗн ҫине витӗм кӳреҫҫӗ-и?
  11. Мӗншӗн Турӑ хӗн-асап пулма ирӗк парать?
  12. Турра юрӑхлӑ пурӑн
  13. Пурнӑҫ ҫине Турӑ пек пӑхни
  14. Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?
  15. Турра юрӑхлӑ тӗн
  16. Чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑр
  17. Кӗлӗ туса Турӑпа ҫывӑхлан
  18. Шыва кӗни тата Турӑпа туслӑ пуласси
  19. Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юл

Ҫак страницӑна пичетле Ҫак страницӑна пичетле

ХАҪАТ вулатӑн-и, телевизор пӑхатӑн-и е радио итлетӗн-и: вӗсенче преступленисем, вӑрҫӑсем тата терроризм ҫинчен питӗ нумай калаҫҫӗ! Хӑвӑн йывӑрлӑхусем ҫинчен те шухӑшласа пӑх. Эсӗ, тен, йывӑр чирпе чирлетӗн е ҫывӑх ҫынсенчен кам та пулин вилнӗ. Ҫаксем сана калама ҫук хурлантараҫҫӗ. Эсӗ хӑвна, тен, Иов ятлӑ ҫын пекех туятӑн, вӑл ҫапла каланӑ: «Маншӑн тӑнӑҫлӑх, канлӗх ҫук, савӑнӑҫ та ҫук: инкек килсе ҫапрӗ» (Иов 3:26)

Шухӑшласа пӑх-ха

Библи ҫак ыйтусем ҫине витӗмлӗ хуравсем парать

ТУРӐ ҪӖР ҪИНЧЕ ҪАКӐН ПЕК УЛШӐНУСЕМ ТӐВАТЬ ТЕСЕ ВӖРЕНТЕТ БИБЛИ

Ватӑ ҫын ҫамрӑк пулса тӑнӑ

«Турӑ вӗсен куҫӗнчи пур куҫҫульне шӑлса илӗ, вилӗм те пулмӗ ӗнтӗ, йӗрӳ те, улашу та, чир те урӑх пулас ҫук» (Апокалипсис 21:4)


Утма пултарайман хӗрача каллех чупать

«Уксаххи пӑлан пекех сиккипе чупӗ» (Исаия 35:6, ҪТ; Матфей 11:5)


Суккӑр ҫын куракан пулать

«Суккӑррисен куҫӗсем уҫӑлӗҫ» (Исаия 35:5, ҪТ; Матфей 21:14)


Ҫывӑх ҫынни вилӗмрен чӗрӗлни пирки савӑнакан хӗрарӑм

«Тупӑкра выртакансем пурте... чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Иоанн 5:28, 29)


Арҫын ача чирӗнчен сывалать

«Пурӑнакансенчен нихӑшӗ те: „эпӗ чирлӗ“,— тесе каламӗ» (Исаия 33:24, ҪТ)


Уйри тырӑ-пулӑ

«Тырӑ-пулӑ тулӑх пулӗ» (Псалом 71:16)


БИБЛИЕ ТӖПЧЕ

Икӗ арҫын Библи вӗренеҫҫӗ

Маларах каланисем пирки пурнӑҫланма пултарайман ӗмӗт тесе шухӑшлама ан васка. Турӑ ҫавсене тума сӑмах панӑ, Библи вара вӑл ҫавна мӗнле тӑвасси ҫинчен ӑнлантарса парать

Унсӑр пуҫне Библи пире паянах кӑмӑла ҫырлахтаракан пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшать. Хӑвна канӑҫ паман йывӑрлӑхсем ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Укҫа-тенкӗ ҫитменни, ҫемьери йывӑрлӑхсем, чирпе хавшани, ҫывӑх ҫын вилни — ҫаксем, тен, санӑн пурнӑҫунти хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем кӑна-ха. Анчах Библи сана ҫак йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех Библи сана йӑпатса лӑплантарма пултарать тата питӗ кирлӗ ыйтусем ҫине хурав парать

Эсӗ ҫак кӗнекене вулани ак ҫакна кӑтартать: эсӗ Библи чӑнлӑхне пӗлесшӗн. Ҫак кӗнеке сана Библи чӑннипе мӗне вӗрентнине пӗлме пулӑшӗ. Ҫакна асӑрха: кашни абзац валли ыйтусем пур, вӗсене страницӑсен аялти пайӗнче ҫырса хунӑ. Миллионшар ҫынна Иегова Свидетелӗсемпе ыйту-хурав меслетпе Библи вӗренме килӗшет. Ҫав меслет сана та килӗшессе шанатпӑр. Ҫавӑн пек вӗренни усӑ патӑр тата Библи чӑннипе мӗне вӗрентнине пӗлмешкӗн вӑй хунине Турӑ пиллетӗр сана!

БИБЛИЕ ЛАЙӐХРАХ ПӖЛ

Библи

БИБЛИ 66 кӗнекепе ҫыруран тӑрать. Унпа усӑ курма ҫӑмӑл пултӑр тесе кашни кӗнекине е ҫыруне сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисем ҫине пайласа тухнӑ. Ҫак кӗнекере Библи сӑвӑ йӗркине илсе панӑ пулсан, Библи кӗнеки ячӗ е ҫыру ячӗ хыҫҫӑн тӑракан пӗрремӗш цифри ҫав кӗнекен е ҫырӑвӑн сыпӑкне пӗлтерет, икӗ точка хыҫҫӑнхи цифри вара — сӑвӑ йӗркине. Сӑмахран, 2 Тимофей 3:16 илсе панӑ пулсан, ҫак сӑвӑ йӗркине Тимофей патне янӑ иккӗмӗш ҫырӑвӗнче, 3-мӗш сыпӑкра, 16-мӗш сӑвӑ йӗркинче тупма пулать

Ҫак кӗнекере илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене уҫса вуласан, эсӗ часах Библипе усӑ курма вӗренӗн. Библие кашни кун вулама тӑрӑш. Кунне 3—5 сыпӑк вуласан, эсӗ ҫулталӑкра Библие пӗтӗмпех вуласа тухма пултаратӑн

ҪӳлеллеМалалли страница

2008-мӗш ҫулхи кӑларӑм